Раҫҫейӗн «HeadHunter» онлайн-платформи ҫӗршывӑн федерацин Атӑлҫи округӗнчи предприяти-организацисенче епле шалу сӗннине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнчипе танлаштарсан пирӗн республика кӑҫал пӗр позици ҫӳлерех йышӑннӑ.
«HeadHunter» палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ӗҫ сӗнекенсем уйӑхсерен вӑтамран 38 914 тенкӗ (2019 ҫулта 39 068 тенкӗ пулнӑ) тӳлеме хатӗр. Пӗлтӗрхинчен ку вӑл 567 тенкӗ нумайрах.
Шалӑва лайӑх тӳлекен регионсен шутӗнче — Пушкӑртстан, Тутарстан, Ӗрӗнпур облаҫӗ, Удмурт Республики. Пермь тӑрӑхӗнче те япӑх мар. Мари Элта, Сарту, Киров тата Пенза облаҫӗсенче пирӗн патринчен сахалрах шалу сӗнеҫҫӗ.
«HeadHunter» онлайн-рекрутинг платформипе 350 пин ытла компани усӑ курать, унта 50 млн ытла резюме вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Ен Наци ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Эмир Бедертдинова шаннӑ.
Асӑннӑ ҫын Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Эмир Бедертдинова министр тивӗҫне пурнӑҫлама шанни ҫинчен калакан 65-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Эмир Бедертдинов Мари политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ Александр Воробьев должноҫре ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ.
«Звезда» телеканал Чӑваш Республикин тӗп хулипе паллаштаракан кӑларӑм хатӗрленӗ. Телепередачӑна эфира ҫул уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
Канмалли кунсене асра юлмалла ирттерес тесен ӑҫта кайма пулать? Ик кунлӑх ҫулҫӳревпе ӑҫта ҫитсен аван? Чи кӑсӑклине кӗске вӑхӑтра курса мӗнле ӗлкӗрмелле? Ҫак ыйтусен хуравне «Круиз-Контроль» проект ертӳҫи Юлия Розенберг шыранӑ. Телекуравҫӑсене вӑл чи кӑсӑклӑ маршрутсемпе паллаштарӗ, ҫитсе курма тӑракан паллӑ вырӑн ҫинчен каласа кӑтартӗ, ӑҫта апатланма тата ҫӗр каҫма май пуррине те пӗлтерӗ.
Телеканал икӗ хулара ӳкернӗ: кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче Йошкар-Олара тата пирӗн шурӑ Шупашкарӑмӑрта.
Программӑна ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Звезда» телеканалӑн эфирӗнче, 10 сехет те 10 минутра, кӑтартӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Атӑлҫи транспорт прокуратурин Чӑваш Енри прокурорӗпе Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Ку должноҫе Александр Кудряшов йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ прокурор ҫинчен Атӑлҫи транспорт прокурорӗ Дмитрий Конош каласа кӑтартнӑ. Вӑл Кудряшов пирки профессионал, прокуратура умӗнчи тӗллевсене тивӗҫлипе пурнӑҫлама пӗлекен ҫын тесе ырланӑ.
Александр Кудряшов Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 2003 ҫултанпа тӑрӑшать. Карьерӑна Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗнчен тытӑннӑ. 2016 ҫулта ӑна Мари Элти транспорт прокурорӗ пулма шаннӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче суйлав иртмелле. Унччен тӗрлӗ парти пайташӗсем уйрӑмах хастарланаҫҫӗ, халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, уявсене хутшӑнаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах парти пайташӗсем те ҫынсемех, вӗсен хайсен хушшинче те ӑнланмалӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри — Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйту.
Асӑннӑ пукан Валентин Шурчанов секретарь пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче партин Чӑваш Енри рескомӗ черетсӗр пленума пухӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Провинцивиль» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретаре суйланӑ. Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ.
Кунпа парти пайташӗсем килӗшме пултарайман. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме «ҫӳлтисем» те хутшӑннӑ.
Ыран, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, коммунистсен партийӗ отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑнӗ.
Мари Элти пӗр усламҫӑ хӑй сутакан тавар ятне чӑвашла капӑрлатать. Кун пирки Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗ Геннадий Иванов-Орков Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Реклама мар, кӑмӑллӑ пулӑм! Ҫак ӳкерчӗксенче, калӑн, Раҫҫей пӑрҫиллӗ, ахаль суту-илӳ маркиллӗ ахаль хутаҫ. Анчах курӑнмалла вырӑнта чӑваш сӑмахӗ пур. Вӑл — топоним, Тутарстанри чӑваш ялӗ. Унта чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ», — тесе ҫырнӑ ӳнерҫӗ. Пӑрҫана Мари Элти Звениговӑри Казанков усламҫӑ фирминче тултараҫҫӗ иккен. Сиктӗрмере ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхне хисеплесе, асра тытса пӑрҫа хутаҫне чӑвашла илемлетнӗ.
Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ тӑрӑх, Петӗр Хусанкай тӑванӗ лекет. Казанков Шупашкарта тата Чӑваш Енре хӑйӗн продукцине сутать иккен.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ.
Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗленчи вӑрӑм уяв кунӗсенче пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ют регионсене кайса курнӑ. Вӗсем хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ облаҫӗпе республикипе паллашнӑ.
Пирӗн тӑрӑх та ҫул ҫӳрекенсене те кӑсӑклантарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш Енре тӗрлӗ регионти 21 пин ытла турист килнӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ Шупашкарта пулнӑ. Туристсем Хӗрлӗ тӳремре, Мускав ҫыранӗн хӗрринче, Чӑваш наци музейӗнче, Муркаш районӗнчи шыв сикки патӗнче йышлӑн ҫӳренӗ.
Чӑваш Ене килсе курнӑ хӑнасем — Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен, Дагестанран, Ярослав облаҫӗнчен тата ытти регионтан.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра этем правине ҫӗнӗ ҫын хӳтӗлеме тытӑннӑ. Вӑл тивӗҫе пурнӑҫлама Сергей Романова шаннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ҫирӗплетме республикӑн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ омбудсменпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. «Этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Эпӗ хамран мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшӑп. Ҫынсен прависене хӳтӗлессишӗн яваплӑха туйса тӑрӑшӑп», — ҫӗнӗ омбудсмен.
Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Юрист пӗлӗвне илнӗскер
2000-2003 ҫулсенче Шупашкарти Калинин районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн следстви пайӗнче, РФ Юстици министерствин Управленийӗнче дознани пайӗнче, 2003-2007 ҫулсенче Мари Элти прокуратурӑра, 2007-2020 ҫулсенче Атӑлҫи транспорт прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.